Паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, «Нива» автомбиле туса кӑларма тытӑннӑранпа 47 ҫул ҫитнӗ.
Автомобиль дизайнерӗ Валерий Семушкин Леонид Брежнев сӑнавлӑ машинӑна ларса 20 минута яхӑн ярӑннине аса илнӗ. Унтан автомобильтен тухнӑ та машинӑна тӑррине ал лаппипе ҫапса: «Автомобиле туса кӑларма тытӑнӑр!» — тесе хушнӑ.
Машинӑна малтанласа 9 пин тенкӗпе сутнӑ. Ку вӑл «Волгӑпа» «Москвич-412»-рен те хаклӑрах пулнӑ. Ҫӗнӗ автомобиле СССРта ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те килӗштернӗ. «Нивӑна» тӗнчери 100 ҫӗршывра сутнӑ, Австрипе Ҫӗнӗ Зеландире вӑл чи анлӑ сарӑлнӑ внедорожник шутланнӑ. .
Петр Прусов конструктр каланӑ тӑрӑх, Европӑра вырӑс машинине туянма ҫанталӑк хистенӗ. 1979 ҫулхи хӗл питӗ юрлӑ пулнӑ, ҫавна май Европа ҫыннисем «Нива» йывӑр джипсем каяйман ҫӗрте те ҫӳреме пултарнинчен тӗлӗннӗ.
Ленинград блокади Ҫӗнӗ Зеландири укҫа ҫине куҫнӑ.
5 долларлӑ укҫана пирӗн ҫӗршывӑн историйӗнчи паллӑ пулӑма куҫарнӑ ҫын — Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче Монета тата медальер профессилле аслӑ шкулӗнче пултарулӑхне туптанӑ Асамат Балтаев. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ. Кун пирки «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх Idel.Реалии сайт пӗлтернӗ.
200 штук тиражпа кӑларнӑ укҫан пиччӗн енче Аслӑ Британи патша майрин Иккӗмӗш Елизаветӑн портречӗ сӑнланнӑ. Портрета Иен Рэнк-Бродли ӑсталанӑ. Сулахай енне Чехин Монета картишӗн элемне ӳкерсе хунӑ. Тӳнтер енне Ленинграда тӑшманран авиаци хӳтӗленине ӳкернӗ.
Ҫӗнӗ Зеландинре вырнаҫнӑ Туапо вулканлӑхӗнчи вӗри шывӗнче ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисем чылай пулнине палӑртнӑ. Кӑна АПШ-па Ҫӗнӗ Зеландин ӑҫчахӗсем геотермаллӑ шӑтӑксенчи тӑпрана тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех шыври хаклӑ металсен концентрацине виҫнӗ.
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисен шайӗ питӗ пысӑк пулнӑ — миллиардра ылтӑнӑн 20 пӗрчӗ тупӑннӑ, кӗмӗлӗн вара — 2000 пӗрчӗ. Хаклӑ металсене пуҫтарма пуҫлас пулсан ылттӑнне илсен кӑна ку ҫулталӑк хушшинче 2,7 миллион доллар тупӑш кӳме пултарать иккен.
Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх геотермаллӑ шывран ылтӑна кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнакан унашкал технологисем те ҫук. Ҫавах та мелне тупайсан ку Ҫӗнӗ Зеландие пуйма пулӑшӗ. Ӑсчахсем вӗри шывпа ылттӑна пӗрӗхтерекен пурӗ 6 шӑтӑк тупса палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра — тӗнче тетелӗ, нанотехнологисем, компьютер таврашӗ вӑйлӑ аталаннӑ май — ҫынсем алӑпа сахалтарах та сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Алла кӑранташ е калем тытни кулленхи пурнӑҫра сахал тӗл пулать.
Оклендри (Ҫӗнӗ Зеланди) ӑсчахсен тӗпчевӗ вара ҫак йӑла сиенлӗ пулнине палӑртнӑ — хут ҫине алӑпа ҫырни ҫыннӑн хавшанӑ ӑс-хакӑлне те, кӗлеткине те хӑвӑртрах сыватма пулӑшать иккен. Чи кирли — кӑмӑл- туйӑма кӑранташпа е ручкӑпа хут ҫинче ҫырса хурасси.
Ӑсчахсен тӗпчевне 50 ҫын хутшӑннӑ пулать, вӗсен кашнин мӗнле те пулин суран пулнӑ. Пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, ҫын хӑйӗн кӑмӑлне, чунри туйӑмне хут ҫине ҫырса пыни сыватӑва икӗ хут хӑвӑртлатнине кӑтартнӑ иккен. Эксперимента хутшӑннӑ пӗр ушкӑнра — хайхисем туйӑм-кӑмӑла ҫырса пынӑ — чирлӗ ҫынсен 76% вунпӗр кун хушшинче сывалма пултарнӑ. Тепӗр ушкӑнӗ ҫырса пыман, ҫавӑнпа та 11 кунран вӗсен йышри 42% ҫеҫ сывалса ҫитнӗ.
Ҫавӑнпа та, ал айӗнче компьютерӑн пускӑч хӑмийӗ е карас телефонӗ ҫеҫ пулсан та хӑвӑрпа пӗрле хутпа кӑранташ илсе ҫӳреме ан манӑр. Пӑсӑк кӑмӑл та вара сире нихҫан хуҫмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |